Районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗсене тухӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси, пӗр-пӗринчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илсе пырасси, вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курмалли мультимеди хатӗрӗсене курса пахаласси, пӗр-пӗрин уҫӑ урокӗсене хакласси, малашнехи ӗҫре ырӑ сӗнӳсем парасси вӗсемшӗн — пархатарлӑ ӗҫ. Ҫак ырӑ та сумлӑ ӗҫе туса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ тӑван чӗлхене чунтан юратакансем.
Акӑ, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи шкулӗнче «Тӑван чӗлхе урокӗсене Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ ыйтнӑ пек йӗркелесе ирттересси» темӑпа черетлӗ лару пулчӗ. Ларӑва хутшӑнакансем Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен урокӗсене итлерӗҫ, вӗсене тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Светлана Валерьяновна Петрова 6 класра Антип Николаевӑн «Юра асламӑшӗ» калавӗ тӑрӑх «Ватӑ ҫынна ӑшӑ сӑмах кирлӗ» темӑпа воспитани ыйтӑвӗсене анлӑ ҫутатса паракан пуян содержаниллӗ урок ирттерчӗ. Ачасем калав содержанине ӑнланса пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма пӗлни, хайлав темипе тӗп шухӑшне хӑйсем тӗллӗн палӑртма пултарни, сӑнарсене тӗрӗс хак пама тӑрӑшни, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫни, хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн каласа кӑтартни, ваттисен сӑмахӗсен пӗлтерӗшне уҫса пама пултарни пурне те савӑнтарчӗ те, мӑнаҫлантарчӗ те.
Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ.
Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ.
Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ.
Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. «Ҫав вӑхӑтрах вӗсене вырӑс чӗлхине ӑша хывтарассишӗн хушма занятисем ирттереҫҫӗ», — тесе ҫырать асӑннӑ пичет кӑларӑмӗ. Ку хыпара интернет-хаҫат Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх вулакан патне ҫитерет.
Шупашкар хулин сайтне хӑйӗн ятне кӑтартмасӑр ҫырса янӑ ҫын тин ҫеҫ чӑвашла вӗренме пуҫланӑ Украина ачисем чӑваш чӗлхине епле тытӗҫ тесе кӑскӑланнӑ иккен. Администраци ҫавсене чӑваш чӗлхипе паллӑ лартмасси пирки хуравланӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Украина таркайӗсен ачисене вырӑс чӗлхине вӗрентме хушма занятисем ирттерессине «пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ»-мӗн. «Таркайсен ачисем вырӑсла япӑх мар калаҫаҫҫӗ пулин те вӗсен теори пайне педагогсем якатмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ», — асӑнса хӑварнӑ иккен мэрин хуравӗнче.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри шкулсенче Украина таркайӗсен 199 ачи вӗренет иккенӖ ҫав шутран 25-шӗ — пӗрремӗш класса каяканнисем.
Маларах асӑнн интрнет-кӑларӑмӗ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхин статусӗ пирки пӑшӑрханса палӑртать. Сӑмаха ҫирӗплетме Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ иртес умӗн Шупашкарти тӗп урамсене чӑвашла ҫырса хунисенчен тасатнине аса илтерет.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет.
Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ.
Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн…
Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ.
Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ.
Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина.
Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян шкулсенче чӑваш чӗлхине малашне мӗнле вӗрентессине сӳтсе яврӗҫ — пухӑва Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем, вӗренӳ институчӗн ӗҫчешӗсем, «Халӑх шкулӗ» журнал ӗҫченӗсем, хула шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата ытти чӑваш хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ФГОС пурнӑҫа кӗнӗ май хӑш-пӗр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырӑнне 5 кун вӗрентесшӗн, ҫапла май хӑш-пӗр предметсен сехечӗсене пӗчӗклетме тивет имӗш. Ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе вӗренӳ тытӑмне шкул хӑй йӗркелет имӗш. Хӑш-пӗр шкулсем вара ҫак юхӑма лексе 5 кунлӑха куҫнӑ чухне чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катаҫҫӗ иккен — тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пула яланхилле тӑван чӗлхе яваплӑ пулса тӑрать. Пуҫлӑхсен «пуртти» айне ӑна чи малтан чикеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентес шайне сахалатман темех пуль министерствӑри пуҫсене пӗр шухӑш пырса ҫапнӑ — 5 сехетрен иккӗшне хӑварса виҫӗ сехетне дистанцилле те вӗрентме пулать имӗш.
Пухӑва пуҫтарӑннисем ку ҫӗнӗлӗхе сивлерӗҫ — пӗр енчен дистанцилле вӗрентме материалӗсем ҫук, тепӗр енчен программи таврашне йӑлт ҫӗнӗрен шутласа кӑларас пулать.
«Вербариус» элетронлӑ сехет чӑвашла «калаҫма» тытӑннӑ. Палӑртмалла: ҫакнашкал сехет Артемий Лебедевӑн дизайн студийӗ шухӑшласа кӑларнӑ.
«Вербариус» — «вӑхӑта ҫын пек ҫыракан тӗнчери пирвайхи сехет». Электронлӑ табло ҫинче хисепсем мар, сӑмахсем тухаҫҫӗ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансен шухӑшӗпе, ку пӗр-пӗр чӗлхене вӗренекен ҫынсене хисепсене ӑса хывма май парать.
«Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ каланӑ тӑрӑх, «Вербариуса» чӑвашла вӗрентес шухӑш обществӑн та пулнӑ. Вӑл тӑтӑшах Шупашкарта пулнӑ май общество транспортӗнче чӑвашла такӑнса калаҫнине асӑрханӑ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче электронлӑ таблосем информацие вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗчӗлхелӗхе аталантарма нимӗн те чармасть-ҫке-ха.
Ҫав ҫын хальхи технологипе чӑваш чӗлхине пӗрлештерес тӗллевпе «Вербариуса» ҫӗнетме шухӑшланӑ. Вӑл Лебедев студин сайтне кӗнӗ те йӑлтах инструкципе килӗшӳллӗн тунӑ.
«Вербариуса» 2007 ҫулта кӑларнӑ. Халӗ вӑл производствӑра ҫук. Анчах лавкка сентрисем ҫине тухма та пултарӗ-и, тен. Студин ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, «Вербариуса» каллех сутма тытӑнсан чӑваш чӗлхине студи сайчӗн пайне кӗртӗҫ.
Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки.
Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ.
Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ.
Вӗрентӳ институтӗнче паян «Халӑх шкулӗ» 2013-мӗш ҫулта ирттернӗ «Педагокика добра: край чувашский» (чӑв. Ырлӑх педагогики: чӑваш ен) фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Институтӑн 1-мӗш этажӗнче чи лайӑх ӗҫсен фотокуравне йӗркеленӗ. Пухӑннисем вӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ.
Хӑнасем умӗнче вӗрентӳ институчӗн ректорӗ Е.В.Казакова, институт проректорӗ А.Р. Кульева, «Халӑх шкулӗ» тӗп редакторӗ А.В. Волкова, Красноармейски районӗнче фотокружок ертсе пыракан И.П. Матвеев, фотоконкурс жюри председателӗ А.С. Абрамов, И.С. Клочков фотограф тата ыттисем саламларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче 29-мӗш шкул ачисем шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Карсакова ертсе пынипе хитре юрӑсем шӑрантарчӗҫ. «Шупашкарти «Чӑваш юрри-кӗвви» лабораторийӗн артисчӗсем (чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем) Любовь Кудряшова (19-мӗш шкул), Роза Осипова (2-мӗш), Галина Карсакова тата Елена Демидова (35-мӗш шкул) юрлани те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — пӗлтереҫҫӗ чыславра пулнисем.
Нумай пулмасть ЧНК пухӑвӗ иртнӗ, унта конгресӑн хулари уйрӑмне йӗркеленӗ (ертӳҫӗ пулма Эдуард Бахмисова шаннӑ). Хула мэрӗ Леонид Черкесов тухса сӑмах каланӑ чухне Шупашкарти предприятисем умне палӑрткӑчсемпе вывескӑсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырма тӗллев лартнӑ.
Черкесов шухӑшӗпе ҫак ӗҫе Чӑваш наци конгресӗ ертсе пырсан килӗшӳллӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне тӗп хулари урам ячӗсене тӗрӗс е йӑнӑш ҫырнине тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Палӑрткӑчсемпе вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырмаллине Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккун хушать, анчах пурнӑҫра хӑшӗ-пӗри ӑна пӑхӑнмасть. Саккуна пӑснӑшӑн та никама та явап тыттарман хальлӗхе — кун пирки пӗр сас-хура та ҫук-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.